«Хавал» чӑваш пуҫару ушкӑнӗ, Чӑваш республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви, «Хыпар» издательство ҫурчӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче регионсен шайӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне ирттереҫҫӗ. Канашлӑва вӗсем пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.
Форума хутшӑнакансем чӑваш хутлӑхӗнче палӑрнӑ ҫамрӑк экспертсемпе, бизнесменсемпе, культура ҫыннисемпе тӗл пулса халӑх эткерлӗхне упраса аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явма палӑртнӑ.
Канашлӑва хутшӑнма 9–11-мӗш классенче вӗренекенсене тата чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакан 18–35 ҫулхи ҫамрӑксене йыхравлаҫҫӗ.
Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ. Регистраци — 9:00 сехетре.
Форума хутшӑнас текенсен хӑйсен заявкине йӗркелӳ комитетне 2019 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗччен uyav@mail.ru электрон адреспа ярса памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8-905-347-64-27 (Степанов Александр Марсовичӑн кӗсье телефонӗ).
«Ҫул тата апатлану тӑкакӗсене форума хутшӑнма яракан учрежденисемпе организацисем саплаштараҫҫӗ. Хӑйсем тӗллӗн хутшӑнма килекенсем ҫул укҫипе апат хакне хӑйсем тӳлеҫҫӗ», — пӗлтереҫҫӗ канашлӑва йӗркелекенсем.
Ҫитес кӗҫнерникун, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 15 сехетре.
Ваттисем пӑхса тухакан ыйтусем хушшинче хӑйсен йышне ҫӗнетесси, 2019 ҫулхи плана ҫирӗплетесси пулӗ. Унсӑр пуҫне пухӑннисем умӗнче Олег Цыпленков паллӑ ҫынсен палӑкӗсене лартасси, асӑну хӑмисене уҫасси тата фильмсем ӳкересси ҫинчен каласа парӗ. А.О.Бойков, Н.М.Адер тата В.Д.Эльмень ваттисен тӗп канашӗ ял-хулари шурсухал-утамансемпе тата халӑх йӗркеленӗвӗсемпе тытакан ҫыхӑнусем ҫинчен сӑмах хускатӗҫ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхин черетлӗ урокӗ иртнӗ. Кун пирки асӑннӑ культура учрежденийӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, заняти 18 сехетре пуҫланнӑ.
Чӑваш чӗлхи урокне Артём Федоринчик лингвист ирттернӗ. Чӑваш чӗлхи вӗренес текенсемпе ӳркенменскер тӳлевсӗрех ӗҫленӗ.
Чӑваш чӗлхи урокӗ унччен те иртнӗ. Малтанхине Чӑваш наци конгресӗн ҫуртӗнче пухӑннӑ. Сӑнӳкерчӗкре — шӑпах ҫав самант сӑнарланнӑ.
Артём Федоринчик — Кейӳрен (Киевран). Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, чӗлхене хисеплесси унпа массӑллӑ хатӗрӗсем усӑ курнинчен килет. Шкул учебникӗсем ҫеҫ чӑвашла пулсан ачасен те вӑл чӗлхене вӗренес килмӗ тесе каланӑ вӑл титул чӗлхин ят-сумӗ шухӑшланӑ май темиҫе ҫул каялла.
Ыран, раштавӑн 11-мӗшӗнче, тӗрӗк халӑхӗсен историйӗпе кӑсӑкланакансене Чӑваш Республикин наци вулавӑшне пыма йыхравлаҫҫӗ. Унта Р.Мухамметдиновӑн «Тюрки в истории мировой цивилизации» (чӑв. Тӗкӗрсем тӗнче цивилизацийӗн историйӗнче) кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ — пуҫламӑшӗ 14 сехете.
Ку кӑларӑмра автор тӗрӗк халӑхӗсем ӑҫтан килнине, мӗнле аталаннине тата хӑш вырӑнсенелле сарӑлнине ӑнлантарса пама тӑрӑшать. Кӗнекери тӗп вырӑна тӗрӗк чӗлхисен морфологине шӗкӗлчени йышӑнать. Рафаэль Мухаметдинов ытти ушкӑнсемпе танлаштарса тӗрӗк халӑхӗсем ӑҫталла сарӑлнине кӑтартса парать. Автор хӑйӗн тӗпчевӗнче чӑваш чӗлхипе самай усӑ курнӑ, пирӗн чӗлхери тӗслӗхсене илсе парса вӑл е ку пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Мухаметдинов Рафаэль Фардиевич — Свердловск облаҫӗнче ҫуралнӑ истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Хусанта пурӑнать. Аслӑ пӗлӗве Ленинград университечӗн Хӗвелтухӑҫ факультетӗнчи турккӑ филологийӗн уйрӑмӗнче илнӗ. Нумай ҫул хушши Тутарстанӑн Ӑслӑлӑх академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ истори институтӗнчи общество шухӑшӗн историйӗпе ислам тӗпчевӗн пайӗнче ӗҫленӗ. Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери ассамблейӑн пӗрремӗш председателӗ пулнӑ, халӗ — ҫак организацийӗн координаци канашӗн пайташӗ шутланать.
Юпа уйӑхӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви Чӑваш Республикинчи Красноармейски район энциклопедине 1500 экземплярпа пичетлесе кӑларчӗ. 740 страницӑра Трак енри хуҫалӑхсемпе организацисем, предприятисемпе фирмӑсем, шкулсемпе ача пахчисем, историлле палӑксемпе ҫутҫанталӑкӑн палла вырӑнӗсем ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Тӗрлӗ тӗслӗ сӑнӳкерчӗксен тӑватӑ хушма кӑларӑмӗ район пурнӑҫӗпе анлӑ курӑмлӑ паллаштарать. Кунта 1640 паллӑ ҫыннӑн кӗске биографине вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен 870-шӗн сӑнӳкерчӗкӗ (портречӗ) пур.
Тиражран 75 экземплярӗ энциклопедие кӑларма хастар хутшӑннӑ юлташсене парнелӗх пулать, 25 экземплярӗ республикӑн библиотекисене каять. Сутлӑха 1400 экземпляр тухать, ҫавӑнпа энциклопедие илсе юлма васкамалла.
Энциклопедие районти тӗп вулавӑшра илме май пур, вӑл центрти бизнес-инкубатор ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Тел. 8-960-307-20-02.
Энцикопедин хӑтлавӗ чӳкӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта Наци вулавӑшӗнче иртет. Вӑл 13:00 сехетре таврапӗлӳ уйрӑмӗнче пулӗ. Кам та кам район историпе тата культурипе кӑсӑкланать тата энциклопеди туянасшӑн — унта пырса курма йыхравлаҫҫӗ.
ХИСЕПЛӖМӖРСЕМ!
Ку таранччен нихӑҫан та никамӑн юбилейӗпе ҫыхӑннӑ мероприятиӗнче те пит сӑмах хушсах курманччӗ пулмалла-ха эп. Ҫавӑнпа та эп теме пула мана ҫак хам сӑмаххӑма сирӗн умӑрта тухса калама май туса паракансене тав сӑмахне каласшӑн.
Паян кун республикӑмӑрта хам чи хисеплекен ҫынсенчен пӗри пирки калаҫма лекни мана пӗр ним хумхантармасӑр тӑма пултармастех. Ҫапах та пӗр темиҫе сӑмах хушма хӑю ҫитерем-ха.
Атнер пиччепе ун пурнӑҫӗнчи чи йывӑр кунӗнче куҫа куҫӑн курса паллашмалла пулса тухрӗ те ман, ҫав вӑхӑтранпа ку таранчченех пӗр татӑлмасӑр ҫумма ҫуммӑн пӗрле юлташла килӗштерсе пурӑнатпӑр темелле. Унӑн хӑйӗн профессилле ӗҫӗпе ҫыхлансах кайманнине пула эп кунта Атнер Петровичӑн тепӗр енӗпе ҫыхӑннӑ япала пирки кӗскен, хам мӗн пӗлнӗ, мӗн пултарнӑ таран темиҫе сӑмах тухса каласшӑн.
Тӑван халӑхӑн тем чухлӗ вӑрӑм саманинче иртнӗ юлашки ҫак ҫирӗммӗш ӗмӗрти пек уншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ событисем нумаях та пулман пулӗ. Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗпе вӗҫлемӗшӗ пирӗн халӑха, пирӗн нацине хӑйӗн пурнӑҫне хӑй пӗлнӗ пек, хӑй пултарнӑ пек йӗркелесе майлаштарса пыма историлле питӗ пысӑк шанӑҫ туса пачӗ.
Эрнекун, юпан 19-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Чӑн чӑваш филологийӗ: иртнӗ ӗмӗр ӑслӑлӑхӗ е пирӗн пуласлӑх?» ятпа ҫавра сӗтел иртмелле. Ӑна паллӑ чӗлхеҫӗ, литературӑпа ӳнер тӗпчевҫи, обществӑпа политика ӗҫченӗ, Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ А.П. Хусанкай 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Пуҫламӑшӗ 13 сехетре. Чӑваш филологипе кӑсӑкланакансене пурне те ҫавра сӗтеле хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.
Сӑмах май, Атнер Петрович Хусанкай 70 ҫул тултарнӑ ятпа ун ӗҫӗсен тата унпа ҫыхӑннӑ статьясен кӑтартмӑшне хатӗрлеҫҫӗ.
Атнер Петрович Хусанкай — Петӗр Хусанкайпа Вера Кузьминан ывӑлӗ. Вӑл 1948 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ленинград патшалӑх университечӗн хӗвелтухӑҫ факультечӗнче, СССР Ӑслӑлӑхсен академийӗн Тухӑҫ пӗлӗвӗн институчӗнче пӗлӳ пухнӑ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ тата Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ премисен лауреачӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗ «Литмост. Эксмо объединяет» проекта хутшӑнать. Ҫавна май авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейри паллӑ ҫыравҫӑпа Ник Перумовпа онлайн-тӗлпулу ирттерӗҫ.
Мероприяти Наци вулавӑшӗнче конференц-залра иртӗ (2-мӗш хут, 214-мӗш пӳлӗм), 14 сехетре пуҫланӗ. Унта кирек кам та пыраять, паллӑ ҫыравҫа ыйту параять.
Сӑмах май, «Эксмо» ҫак уйӑхра «Гибель Богов-2», «Орел и Дракон» ярӑмӑн ҫиччӗмӗш кӗнекине кӑларать.
Тата ҫакна палӑртса хӑвармалла: мероприятие лекес тесен укҫа тӳлемелле мар, вӑл тӳлевсӗр.
Ӗнер ЧР Наци вулавӑшӗнче белорус литературин никӗслевҫин тата классикӗн Янка Купалӑн ҫуралнӑ кунне халалласа литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна Наци вулавӑшӗпе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд йӗркеленӗ.
Унта литературӑпа ӳнер деятелӗсем, ҫыравҫӑн пултарулӑхне юратакансем пухӑннӑ. Валери Туркай Беларуҫра пулса курни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл унта «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» Пӗтӗм тӗнчери литераторсен сипозиумне хутшӑннӑ. Валерий Владимирович хӑнасене ҫӗнӗ куҫарусемпе - белорус авторӗсен хайлавӗсемпе – паллаштарнӑ. Ҫав шутра Янка Купалӑнне те чӑвашла куҫарнӑ.
Юрий Сементер, Порфирий Афанасьев, Виктор Овчаров, Раиса Сарпи ҫыравҫӑсем, Юрий Артемьев критик 1973 ҫулта Чӑваш Енре иртнӗ Беларуҫри литературӑпа музыка кунӗсене аса илнӗ.
Палартмалла: Янка Купалӑн куҫарӑвӗсем пирӗн пичетре 1930-мӗш ҫулсенчех пулнӑ. Вӑл пӗр вӑхӑт Шупашкарта пурӑннӑ, чылай ҫыравҫӑпа паллашнӑ, Николай Шелепипе, Ҫемен Элкерпа туслӑ пулнӑ.
Литература каҫне хутшӑнаканесм Чӑваш Енре чӑваш-беларуҫ туслӑхӗн обществине йӗркелеме сӗннӗ. Каласа хӑвармалла: литература каҫӗнче Янка Купалӑн тата белоруссен ытти поэчӗн сӑввисем чӑвашла, вырӑсла, белорусла янӑранӑ.
Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче паян «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018» видеосӑвӑсен конкурсӗнче мала тухнисене чысларӗҫ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018» конкурса «Шкулта» интернет-журнал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ, ЧНК, Чӑваш наци радиовӗ тата Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ пӗрле йӗркеленӗ. Ӗҫсене нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен йышӑннӑччӗ. Ун хыҫҫӑн тӳре комиссийӗ ӗҫсене хакласа мала тухнисене палӑртрӗ. Кам-кам мала тухнине эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ. Шӑп та лӑп вӗсене паян парнесемпе хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ те.
Чыслакансен йышӗнче Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Владимир Андреев, ача-пӑча ҫыравҫи Николай Ишентей, Чӑваш наци конгресӗн Президиум членӗ Геронтий Никифоров, Чӑваш наци телекуравӗн редакторӗ Мальвина Петрова, наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Надежда Егорова, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар (Николай) Плотников пулчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене картинӑсемпе, кӗнекесемпе тата ытти парнесемпе чысларӗҫ. Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ҫӑлтӑрчӑк» ача пахчи ачисем вара хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |